Ку 2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулнӑ. Ун чухне Шупашкарти Мускав кӗперне тунӑ ҫӗрте ӗҫлекен рабочий ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. 11 метр ҫӳллӗшӗнчен персе аннӑскер пуҫ мимине амантнӑ.
Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Подряд организацийӗн участок пуҫлӑхӗ объектри хӑрушсӑрлӑха тӗплӗн тӗрӗслемен, хӳтӗлекен картасем пуррипе ҫуккине пӑхман. Ҫавна май ӗҫ вӑхӑтӗнче 49 ҫулти рабочи ӳкнӗ те.
Арҫын пуҫ мимине амантнине сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ тесе йышӑннӑ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ. Явап тытаканни — участок ертӳҫи.
Кӗҫех Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине ҫӗнӗ тӗп тухтӑр ертсе пыма тытӑнӗ. Галина Пуяндайкина ку должноҫре чылай ҫул ӗҫленӗ, халӗ вӑл унтан кайнӑ. Галина Алексеевна урӑх медицина учрежденине ӗҫе вырнаҫнӑ ӗнтӗ.
Пульницӑна кам ертсе пырасси паллӑ. Нарӑс уйӑхӗнче ку должноҫӗ 41 ҫулти Владимир Дубов йышӑнӗ. Хальлӗхе вӑл Шупашкар районӗн тӗп пульницин пуҫлӑхӗ.
Халӗ пульницӑна вӑхӑтлӑха Вера Алексеева ертсе пырать. Вӑл унччен Галина Пуяндайкинӑн ҫумӗ пулнӑ.
Улатӑр район администрацине ертсе пынӑ Николай Романов виҫӗмкун ӗҫрен кайнӑ. Район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ хыпарта отставкӑна кайма ыйтса пуҫлӑх хӑй кӑмӑлӗпе ҫырнине ӗнентернӗ.
Николай Романов ыйтӑвне пӑхса тухма районти Депутатсен пухӑвӗ кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче черетсӗр ларӑва пуҫтарӑннӑ. Пуху иртессине тӑватӑ кун маларах сайтра хыпарланӑччӗ.
Пухӑва Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗнчен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗпе Игорь Николаевпа ҫав пайри Анатолий Алексеев консультант та хутшӑннӑ.
Улатӑр район администрацине вӑхӑтлӑха ертсе пыма муниципалитетӑн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумне — йӗркелӳ пайӗн пуҫлӑхне Нина Шпилеваяна шаннӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра конкурс ирттерсе район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртӗҫ.
Чӑваш Енре ача-пӑча хӳтӗлевҫи пулатех. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗршыври шӑпӑрлансен омбудсменне Анна Кузнецована шантарса каланӑ. Унпа Михаил Васильевич ӗнер Мускавра тӗл пулнӑ.
Республика ертӳҫи Анна Кузнецована хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ку енӗпе мӗнпур нормативлӑ актсене йышӑннӑ. Ачасен РФ Президенчӗ ҫумӗнчи уполномоченнӑйӗпе пӗрле пулса пирӗн тӑрӑхри ҫак кандидата ҫирӗплетӗҫ.
Чӑваш Енри пӗчӗккисен омбудсменӗ Вячеслав Рафинов республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхра ку должноҫе пӗтересси пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Анчах кун пек йышӑну обществӑра та калаҫу самай ҫуратрӗ, РФ Федераци Канашӗн спикерӗ Валентина Матвиенко та ку должноҫе сыхласа хӑварма ыйтнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче 15 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ Светлана Петрована, юлашки вӑхӑтра вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн пуканне йышӑнатчӗ, канӑва ӑсатнине эпир пӗлтернӗччӗ. Светлана Петрова тӗлӗшпе хушӑва республика Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче кӑларнӑччӗ.
Пуҫлӑх тилхепине чипер тытса ларнӑ ҫӗртенех тивӗҫлӗ канӑва кайнине тӗрлӗрен йышӑнакансем пулчӗҫ. Хӑшӗсен шучӗпе, Светлана Петрова ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн тӑван республикӑмӑрӑн вӗренӳ отраслӗ калама ҫук пысӑк ҫухату тӳснӗ. Апла пулин те сӑнавҫӑсене хӑш-пӗр самант тӗлӗнтернӗ. Александр Белов журналист, сӑмахран, «уйрӑм пенсионерсене» тивӗҫекен «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль Светлана Владимировнӑна тивӗҫменнине асӑрханӑ.
Асӑннӑ статьяра Светлана Петрова пенсие кайма шут тытни ППЭ валли оборудовани туянмалли тендерта саккуна пӑснипе, ҫавӑншӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнипе ҫыхӑнма пултарнине палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти историпе ӳнер музей комплексӗн директорне Александр Ильина нумаях пулмасть ӗҫрен хӑтарнӑ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Сергей Семенов тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ (Александр Ильин ҫавӑн пек хисеплӗ ятлӑ пулнӑ) спутник-хулари кордодром ыйтӑвне сӳтсе явакансене хӑй ертсе пыракан организацире пухнишӗн должноҫсӑр юлнӑ. Ку шухӑша парламентари «Правда ПФО» интернет-хаҫата панӑ интервьюра палӑртнӑ.
Кордодром пирки ҫакна каламалла. Маларах унта ачасем хӑйсен вӗҫев аппарачӗсене шухӑшласа кӑларнӑ, вӗсене тӗрӗслесе пӑхнӑ. Кӑштахран кордодрома шав кӑларать йышши сӑлтавпа хӗсме тытӑннӑ, ӑна урӑх вырӑна куҫарма хулари депутатсем йышӑну тунӑ.
57 ҫулти Светлана Петровӑна Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗн ҫумӗнчен хӑтарнӑ. Министр ҫумӗнче 15 ҫула яхӑн ӗҫленӗскер 2012 ҫулта пӗрремӗш ҫум пуканне йышӑннӑ. Ӑна пӗлекенсенчен хӑшӗсем: «Шывра та путмасть, вутра та ҫунмасть», — теме юрататчӗҫ. Ҫак сӑмаха вӗсем Светлана Владимировна тӗрлӗ министрпа ӗҫлеме пултарнӑран каланӑ-тӑр.
Ӗҫ биографине Светлана Петрова Шупашкар районӗнчи Ишлейри шкулта пуҫламӑш классене вӗрентнинчен пуҫланӑ. Унта вӑл 1978–1985 ҫулсенче тимленӗ. Унтан КПСС Шупашкар райкомне куҫнӑ, райӗҫтӑвкомра тӑрӑшнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче темиҫе уйӑх ӗҫленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Социаллӑ политика министерствинче ертсе пыракан специалистра вӑй хума тытӑннӑ. Патшалӑхӑн ытти службинче те тӑрӑшнӑ.
Светлана Петрова тӗлӗшпе хушӑва республика Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, кӑларнӑ. Хутра Светлана Владимировнӑна тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ пирки хӑтарнине палӑртнӑ.
Паян, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова республика Правительствин пуҫлӑхӗн ҫумне лартнӑ. Ҫӗнӗ тилхепене шаннӑ Сергей Геннадьевичпа Михаил Игнатьев Элтепер тӗлпулнӑ, агропромышленность комплексӗн ӗҫ-хӗлне, отраслӗн малашлӑх планӗсене сӳтсе явнипе пӗрлех вице-премьера ҫӗнӗ тивӗҫе ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама суннӑ. «Сирӗн тӗллев — республика Правительствин йышӗнче 10 ҫултан кая мар ӗҫлесси», — тенӗ Элтепер ҫамрӑк та пултаруллӑ ертӳҫӗне.
Аса илтеретпӗр, Сергей Артамонов Ҫӗрпӳ район администрацине ертсе пынӑччӗ. Кайран ӑна Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацине куҫарнӑччӗ. Унта вӑл Администраци ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнче — шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ правительство йӗркеленӗ май Сергей Артамонова ял хуҫалӑх министрӗ пулма шаннӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ҫак кунсенче харӑсах икӗ пуҫлӑха шырать. Ҫухалнӑ ҫынсен йӗрӗ ҫине ӳкме ӑнтӑлмаҫҫӗ-ха, директор тилхепине тыттарма тивӗҫҫисене тупасшӑн: ЧР Транспорт министерстви «Чӑвашавтотранс» тата Чӑваш Республикин автомобиль ҫулӗсен управленийӗ валли пуҫлӑхсем суйлать.
«Чӑвашавтотранса» ертсе пынӑ Сергей Аказеев иртнӗ уйӑхӑн ҫурринче хӑйӗн пуканне пушатнӑ. Ку должноҫре вӑл тӑхӑр уйӑх тӑрӑшнӑ. Кӑткӑс лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ предприятие йывӑрлӑхран кӑларма ҫав тапхӑрта май килмен. Пассажирсене турттаракан пысӑк предприяти темиҫешер миллион тенкӗлӗх парӑма кӗрсе кайнӑ.
Чӑваш Республикин автомобиль ҫулӗсен управленине хальхи вӑхӑтра Евгений Барсуков ертӳҫӗ вырӑнӗнче ертсе пырать. Унччен генерал-майор Федерацин наркотӗрӗслевӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ.
Директорсене ҫитес уйӑхӑн ҫурринче палӑртмалла.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Михаил Жирнов хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен каясси пирки заявлени ҫырнӑ.
Хула администрацийӗн сайтӗнче хальлӗхе кун пирки нимӗнле хыпар та ҫук. Анчах администраци ӗҫченӗсен списокӗнче унӑн сӑнӳкерчӗкне тата ят-шывне хуратнӑ.
Михаил Жирнов ку должноҫра 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Вӑл Алексей Ладыковӑн ҫумӗнче виҫӗ уйӑх ытла ҫеҫ вӑй хунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |